Шупашкар

29 Ака, 2019

Шупашкарта йĕркелĕхе пилотсăр вĕçев аппарачĕпе сыхлĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партипе профсоюзсем пĕрле йĕркелекен мероприятисемсĕр пуçне ытти парти те митингсем ирттерессине палăртрĕ: коммунистсем, эсерсем…

26 Ака, 2019

Çÿп-çап пуçтар та ăмăртăва тух

Ĕнер Шупашкарти Гузовский вăрманĕнчи экстремаллă спорт тĕсĕсен «Простопарк» центрĕнче «Раççей ачисем» оперативлă профилактика операцийĕпе килĕшÿллĕн «Ахаль кун» спортпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

26 Ака, 2019

Уяв тĕлне - Туслăx аллейи

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа паян парламентарисем тата ветерансем Шупашкарти Президент бульварĕнче йывăç лартрĕç.

25 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тетти» те Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ

Паллах, эсир пирĕн чĕрĕ «Тетте» çинчен пурте пĕлетĕр, тăтăшах вулатăр. Вăл та Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ паян. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Лена Атаманова тата Валентина Селенина корреспондент Шупашкарти 49-мĕш шкулта пулчĕç. «Тетте» вĕсенчен юлмарĕ.

Pages