Шкул музейĕ

11 Çĕртме, 2015

Шкул музейĕнче — 3 пин экспонат

Хулаçырми вăтам шкулне кĕрсен кунти музейпа паллашмасăр чăтаймарăм. Пĕлÿ çуртĕнче аваллăх сĕмне упракан пÿлĕм пурри - учительсемпе вĕренекенсен пуянлăхĕ. Музея 1995 çулта халĕ директорта ĕçлекен Юрий Новый йĕркеленĕ. Халĕ çак ĕçе географи вĕрентекенĕ Александр Бушуев пурнăçлать.