Сăнсем

22 Ака, 2017

Кĕçех çĕр ĕçĕ пуçланĕ

Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ахаль ларма хăнăхман ял çынни. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрарăмĕсем çĕр ĕçĕ пуçланиччен çыхаççĕ-тĕрлеççĕ, Скандинави уттипе ял тавра çаврăнаççĕ. Библиотекăра ятарласах вĕсем валли ал ĕçĕсен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра хăюпа картина ăсталакансен йышĕ ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри — Валентина Петрова — кил-çуртне хăйĕн ĕçĕсемпе хăтлăлатнă. Унсăр пуçне картинăсене çывăх çыннисене парнелет вăл.

28 Кăрлач, 2017

Шăпа çырни Шупашкарта кĕтнĕ

Хăвăрт утас енĕпе Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатне кайнăччĕ ун чухне. Шăпах çакăнта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукаш каччипе Александр Никитинпа паллашма тӳр килчĕ. Вăл аппăшĕ Ирина хĕсмете кайни пирки каласа кăтартрĕ. Манăн çав самантрах харсăр хĕрпе тĕл пулас килчĕ. Анчах Киров облаçĕнчи çар чаçне епле тухса кайăн? Сĕнтĕрвăрри хĕрĕ тăван тăрăха отпуска килессе аран кĕтсе илтĕм.

27 Кăрлач, 2017

Пурнăç тĕллевĕ – çынсене пулăшасси

Чăваш Ен сывлăх сыхлавне аталантарма сумлă тӳпе хывнă паллă çынсем — Етĕрне хулин хисеплĕ гражданинĕ Нина Яковлева тата Григорий Алексеев профессор — кăрлач уйăхĕнче 90 çул тултарчĕç.

17 Раштав, 2016

Парăнманскер...

Çанталăкăн хитре мар тапхăр çук теççĕ те, анчах хура кĕр кунне килĕштерекен те пур-ши? Вăрман çаралнă. Уйсем пушаннă. Вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Упа сурчăкĕ текенни. Юр пуçĕ курăниччен вăхăт самай-ха. Çавăнпах ял çынни выльăха, уткаласа уçăлса та пулин кĕтĕр тесе, уя хăвалать.

3 Раштав, 2016

Сăпка ăсти

«Ăста епле, ĕçĕ те çапла» тенĕ ваттисем. 65 çул каялла Атăльялта карçинкка çыхакансен артелĕ пурччĕ. Евгения Яранцева, Валентина Портнова, Анастасия Яранцева, Вера Антонова, Олимпия Виноградова, Раиса Андреева вăй хуратчĕç унта. Шел те, иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ паян: Олимпия Виноградовăпа Раиса Андреева. Артель çурчĕ те çук.

Pages