Сад-пахча

14 Çу, 2015

Редис нJр.к юратать

Редис мĕншĕн çимĕçĕ ÿсмесĕрех тунана каять?

Лидия ЧЕРНОВА.

Çĕрпÿ хули.

1. Редис вăрлăхĕ кивĕскер.

2.Вăрри вĕтĕ.

3. Редиса çăра акнă.

4. Ытлашши сивĕлле акнă, çĕр ăшăнса çитеймен, сивĕ вăрах тăнă.

5. Ытлашши ăшă пулсан та редис тунана каять, тымар çимĕçĕ ÿсмесĕрех чечекленме пуçлать.

8 Çу, 2015

Улмуççи хуппи хăйпăнсан

Чылай çул ÿсекен улмуççи /21 çул/ вуллин аялти пайĕнчи хуппи çуркаланса пĕтнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн хăйпăнса ÿкес пекех. Вулă çинче шапа хуранне асаилтерекен вырăнсем йĕркеленнĕ. Йывăçăн çамрăк тураттисен хуппи те çуркаланать. Мĕн тумалла, улмуççие епле сиплемелле?

Лариса иванова. Канаш районĕ.

7 Çу, 2015

Сирень асамĕнче

- Сирĕн пахчара сирень тĕмĕ çитĕнет-и? Нумайăшĕ «çапла» тесе хуравлĕ. Тĕрĕс те. Тахçантанпах пĕлетпĕр çак ырă шăршăллă илĕртÿллĕ тĕме. Унăн шăрши аякка сарăлса хăй патнелле туртать. Кил умне лартнă сирень çеçкине хуçи куриччен татса илеттĕмĕр, пилĕк çеçкеллĕ чечекне шыраттăмăр. Пилĕк çеçкелли телейлĕ тесе çисе ямаллаччĕ... Сирень çыххине çывăрмалли пÿлĕме лартма юрамасть тетчĕç - пуç ыратакан пулать ирччен. Ара, шăрши вăйлă-çке.

17 Ака, 2015

Ӳстересчĕ тулăх сад

Ял тăрăхĕнче çĕр илсе çурт çавăртăмăр. Çĕр ăшăнсанах панулми, груша, слива, чие, черешня йывăççисем лартса пысăк та илемлĕ сад ӳстерес ĕмĕтпе пурăнатпăр.

Ăна пурнăçлама сирĕн хаçат урлă паракан сĕнӳ-канаш пулăшасса шанатпăр. Шăтăксене мĕнлерех хатĕрлемелле-ши? Йывăçсене мĕнле вырнаçтармалла? Вĕсем хăвăрт та сывă ӳсчĕр тесен мĕнлерех пăхмалла?

Алевтина Озерова.

Комсомольски районĕ, Асанкасси ялĕ.

10 Ака, 2015

Солярка пулăшать

Хăй вăхăтĕнче асатте мана садри йывăçсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме вĕрентнĕччĕ. Вăл сада соляркăпа пĕрĕхтеретчĕ. 80 мл соляркăна 10 литр шывпа хутăштаратчĕ те лăпкă çанталăкра йывăçсене сапатчĕ. 1 литр солярка çулталăка çитетчĕ. Нимĕнле химикат та туянман. Халĕ хамăн дача пур та çак майпа усă курма юрать-ши тетĕп.

Николай КЛЕМЕНТЬЕВ. Çĕрпÿ хули.

Pages