пултарулăх

1 Çурла, 2015

Ялшăн тунсăхлакан ÿнерçĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Сергей Андреевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Сăрă ăстин картинисем чăннипех те чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Ăшăлăх, ырăлăх, чăнлăхпа килĕшÿ тапса тăрать вĕсенче.

30 Утă, 2015

Илем тĕнчи чуна вăратрĕ

Кашни çын пушă вăхăтра хăй кăмăллакан ĕçпе аппаланать. Пĕри ерçнĕ чухне йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларать, сăрлать, капăрлатать, тепри чĕнтĕр çыхать, вырăн таврашне тата сармалли-витмелли япаласене тĕрĕпе илемлетет.

25 Утă, 2015

«Шанăç» пики Надежда

- Атте вăрçă пуçлансан икĕ уйăхран çуралнă. Асатте фронтра командир пулнă. Фашистсене хăвăртрах çĕнтерес тесе ывăлне Герман ят пама хушнă вăл. Шел, хăй вăрçăран таврăнайман, Крым çĕрĕ çинче пуçне хунă, - аса илет çывăх çыннисене Надежда Разинова.

30 Ака, 2015

Çамрăксем ăмăртса юрларĕç

"Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурса кашни çулах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем хутшăнаççĕ. Çакă çамрăксене сцена çинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать, тус-тăванлăха хаклама, чăваш эстрадине аталантарма май парать.

Pages