Правительствăра

16 Юпа, 2015

Ăнтăлусăр прогноз аталанма пулăшмасть

Михаил Игнатьева пĕчĕк тĕллевсем тивĕçтермеççĕ

Республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕ Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Шăпах ăна пула калаçу çивĕчленчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларура халиччен сăмах тивсех кайман çынсен ĕçне те ÿпкевлĕн хакларĕ.

«Чее те асăрхануллă» министр

28 Çурла, 2015

Хаклă телекурав: «кирлĕ мар» палăксем...

Ытти чух вуннăра пуçтарăнаканччĕ, Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ вара ирхине 8 сехетрех пуçланчĕ. Ку вăхăтра çапла пулмалла та пуль: ĕççи, суйлав умĕнхи тапхăр... Чăн та, ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ темăсенче çак çивĕчлĕх палăрмарĕ - кулленхи ыйтусем темелле...

14 Çурла, 2015

Бюджет пуянланас шанăç пур

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинче 21 ыйту пулчĕ. Лару финанс министерствипе тÿрремĕнех çыхăннă икĕ ыйтăва тишкернипе - "Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ тата 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче Чăваш Республикин бюджечĕ мĕнле пурнăçланни - уçăлчĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕрремĕш ыйтупа ăнлантарнă тăрăх - саккун проектне федераци саккунлăхĕпе тÿр килтерес тĕллевпе хатĕрленĕ.

24 Утă, 2015

Япăх ĕçлесе тăшмансене савăнтармалла мар

ЧР Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларура 19 ыйту пăхса тухрĕ. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Правительство членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ малтанхи виçĕ ыйтăва уйрăмах хĕрÿ сÿтсе яврĕç.

30 Çĕртме, 2015

Çĕнĕлле хаклав, ĕç сыхлавĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ

Июнĕн 25-мĕшĕнче Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 19 ыйтăва пăхса тухрĕç, çапах лару ытла вăраха каймарĕ, çакă тишкерме тăратнă саккун проекчĕсем хивре калаçу е тавлашу çуратманнипе çыхăнчĕ-тĕр.

Pages