Пархатарлă ĕç

7 Çу, 2018

Пархатарлă ĕç — ĕмĕрлĕхе

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Севастополь хулине нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе пин-пин совет салтакĕ пуç хунă. Çак йышра чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ паттăрсем те сахалăн мар. Севастопольшĕн пынă хаяр çапăçусенче вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă ентешсене асăнса Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн пуçарăвĕпе Балаклава хулинчи Новиков урамĕнче кăçал çурла уйăхĕнче палăк уçма тĕллев лартнă.