Ольга Юрьевна

13 Авăн, 2016

Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА: Шкул пулсан ял пурăнать!

Ĕнер, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ — Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăнма Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килчĕ. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог хутшăнчĕ.

Ял вĕрентекенĕсен анлă форумĕ пуçласа 2013 çулта Мускавра иртнĕ. Икĕ çул каялла делегатсене Тамбов облаçĕ йышăннă. Черетлĕ пухăва мĕншĕн пирĕн республикăра ирттерме шут тытнине вара тавçăрма йывăр мар: Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне аталантарассипе курăмлă улшăну чылай пулса иртет.