Нумай ачаллисем

31 Юпа, 2015

Ку çуртра мачча çинче те чÿрече пур

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан нумай ачаллă Сорокинсен çемйи пирки кăçалхи çу уйăхĕнче кăна-ха "Вырăнĕ хатĕр. Çурчĕ хăçан пулĕ-ши?" статьяра çырса кăтартнăччĕ эпир. "Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа килĕшÿллĕн 2009 çулта черете тăнă Сорокинсем. Çуллахи вăхăтра районта пиллĕкмĕшсемччĕ вĕсем.

27 Çурла, 2015

Тăватă хут телейлĕ

Юлашки çулсенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепкисене çуратакан хĕрарăм нумайланчĕ. Çакăнта çемьесене патшалăх пулăшу кÿни те витĕм кÿчех. Ача-пăчана хамăр валли, хамăр вăя шанса çурататпăр пулин те амăшĕн капиталĕ те, республика ертÿçин 100 пин тенкĕлĕх сертификачĕ те, çĕр лаптăкĕ те - пурте кирлĕ.

19 Раштав, 2014

Çĕрсĕр хăвармĕç. Ĕрчевлĕ те хунавлă пулар

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Камсене параççĕ-ха ăна? Йĕрки мĕнлерех? Саккуна йышăннăранпа, 2011 çултанпа, мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Çак ыйтусене ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин хуравлать.

- 2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев саккуна хăш-пĕр улшăну кĕртрĕ. Çĕр илме черете тăнă йышлă ачаллă çемье хушма хуçалăх тытса пымалли лаптăка хăй суйласа илме пултарать.

8 Юпа, 2014

Çемьери вуннăмĕш ача

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çак кунсенче Любовь Александровнăпа Александр Геннадьевич Александровсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнине шута илнĕ.

27 Çурла, 2014

Николай Угаслов Бобровсене çурт парнеленĕ

Иртнĕ шăмат кун Етĕрне хулин кунĕ иртнĕ. Унта хула çыннисем çеç мар, район ĕçченĕсем те хутшăннă. Вăйă-кулă, юрă-ташă иртен пуçласа каçченех янăранă хулара.

Çак кун Кăмаккассинчи Маринăпа Анатолий Бобровсемшĕн акă хăш енĕпе яланлăхах асра юлнă: вĕсем çĕнĕ, икĕ хутлă кирпĕч çуртăн хуçисем пулса тăнă. Мĕнле майпа-ха/

Pages