наци проекчĕсем

30 Çурла, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 97-98 (27530-27531) № 30.08.2019

2021 çул вĕçлениччен Чăваш Енри 238 ялти 35 фельдшерпа акушер пунктне, 300 ытла вĕрентÿ организацине, патшалăх влаçĕн органĕсене, ял администрацийĕсене, пушар хуралĕн деповĕсене, ытти объекта оптика илсе çитермелле — пĕтĕмпе 365 километра яхăн çĕнĕ лини тăсмалла.

28 Çурла, 2019

Наци проекчĕсем: Хресчен сасси 32 (2771) № 28.08.2019

Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Анатолий Кольцов пуçарăвĕпе тата вăл ертсе пынипе ку тăрăхра сывлăха сыхлас тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕрен мероприяти иртет. Асăннă тăрăхра нумаях пулмасть «Сывлăх енне — 10000 утăм» акци йĕркеленĕ. Ăна чĕре чирĕпе аптăракансене халалланă.
Ырă çак пуçарăва çамрăк ăрупа пĕрлех ял-йыш та хутшăннă. Акă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Лидия Гусева, 91 çулта пулин те, çак дистанцие çăмăллăн парăнтарнă. Сăмах май, Анатолий Валентинович та ачасемпе пĕрле утнă.

23 Çурла, 2019

Халăха социаллă пулăшу паракан центрсене - автобуссем

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнче республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центрĕн ертÿçисене çĕнĕ автобус уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.

23 Çурла, 2019

Федераци, регионсен укçине Шупашкарта шутларĕç

Эрнекун Шупашкарта Раççей финанс министерствин бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăхлатас, РФ субъекчĕсенчи бюджет процесĕсене йĕркелес енĕпе ялан ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртрĕ.

Pages