наци проекчĕсем

12 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 36 (6282) № 12.09.2019

Раççейре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 11 федераци проекчĕ пурнăçланать. Çак йышран 8-шне Чăваш Ен хутшăнать. Кăçал ку наци проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 49,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, республика бюджетĕнчен — 52 млн тенкĕ. «Экологи» проекта пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Енре хытă каяшсен 17 купине, вĕсенчен 11-шĕ хуласенче вырнаçнă, пĕтересшĕн. 7 районта çÿп-çап йышăнакан станци хута ярасшăн.

11 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хресчен сасси» 34 (2773) № 11.09.2019

Республикăра 2016 çултанпа ялти культура çурчĕсене тăвас программа пурнăçланать. 2016-2018 çулсенче 12 клуб тунă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 151,6 млн тенкĕ, çак шутран 28,9 млн тенке федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

10 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 102 (27535) № 10.09.2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнекун федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ.

6 Авăн, 2019

Палăртнă объектсене мĕнле тăваççĕ?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ.

Pages