наци проекчĕсем

11 Раштав, 2019

Наци проектне еплерех пурнăçланине тишкерчĕç

Паян республикăн Патшалăх Канашĕнче «Экологи» наци проектне Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçлас ĕç çинчен» ыйтупа канашлу ирттерчĕç.

Унта çут çанталăк ресурсĕсене сыхлас тата хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлекен «Раççейĕн экологи обществи» организаци председателĕ, «Экологи» наци проекчĕн обществăри ĕçлĕ канашĕн председателĕн çумĕ Рашид Исмаилов хутшăнчĕ, çав проекта çĕршывра еплерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ, ăна ĕçе кĕртессипе Чăваш Ен умне мĕнлерех ыйтусем тухса тăнипе кăсăкланчĕ.

29 Чÿк, 2019

Хĕрарăмсем валли – тÿлевсĕр вĕренÿ

«Амăшĕ-предприниматель» программăна декрет отпускĕнчи тата çул çитмен ачасене çитĕнтерекен, çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра шутра тăракан хĕрарăмсем валли хатĕрленĕ.

19 Чÿк, 2019

Ял ачи те хуларипе тан пĕлÿ илтĕр

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Клавдия Григорьева Пĕтĕм Раççейри «Точка Роста» центрĕсен пĕрремĕш форумĕн ĕçне хутшăннă.

www.hypar.ru

 

Pages