Муниципалитетсенче

Муниципалитетсенче «Районăн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем» темăпа кунсеренех канашлусем иртеççĕ. Кашнинчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй хутшăнать. Нарăсăн 16-мĕшĕнче вăл Шупашкар районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрне çитсе курнинчен пуçланчĕ. Кунта физкультурăпа спорт мĕнле аталаннине, ку енĕпе сиксе тухакан çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Михаил Васильевич çынсен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине ырларĕ.

Subscribe to Муниципалитетсенче