МИХсем

22 Авăн, 2017

Мускавсем те "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналне вулаççĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" литература журналне кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Мускаври чăвашсем те çырăнса илеççĕ. Журнал редакторĕ Лидия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, кăларăм Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи тулли праваллă представительствине тата çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан хастар чăвашсем патне уйăхсерен çитет.

14 Авăн, 2017

Таллин уйăхсерен чăвашла калаçĕ

Ĕнер Эстонири радио мухтавлă ентешĕмĕрпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Китай чĕлхине тарăннăн тĕпченипе пуян еткерлĕх хăварнă Никита Бичуринпа чăвашла (!) пал

6 Авăн, 2017

Çăкăр шăршиллĕ хаçат

«Хресчен сассинче» тĕрлĕ материалсемпе пĕрлех «Кил» страницăна та килĕштерсе вулатпăр. Сĕнÿ-канашсене хатĕрленĕ, ыйтусене хуравланă чухне паллă, ятлă-сумлă специалистсене явăçтарни аван. Тепĕр тесен ку — вĕсен çăкăрĕн пĕр пайĕ. Пулас инженерсен, агрономсен, зоотехниксен шухăш-кăмăлне те пĕлес килет. Хаçата унта ĕçлекенсем кăна мар, вулакансем те кăсăкрах тума пулăшаççĕ. Вĕсен те хăйсене шухăшлаттаракан темăсем сĕнмелле.

17 Çурла, 2017

Хыпар» издательство çуртĕнче Токио университечĕн аспиранчĕ Мураками Такенори пулчĕ

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче хăнара Японири Токио университечĕн ют чĕлхесен факультечĕн аспиранчĕ Мураками Такенори пулчĕ. Кунта вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕпе Елена Чекушкинăпа килчĕ. Хăнасене наци медиахолдингĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ăш пиллĕн йышăнчĕ.

Pages