ларусем

22 Нарăс, 2019

«Ăслă хула» проектăн стратегиллĕ сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ

Ĕнер Шупашкара РФ строительство министрĕн заместителĕ Андрей Чибис килсе çитнине пĕлтернĕччĕ. Паян тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче вăл ертсе пыракан «Ăслă хула» проектăн стратегиллĕ сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ.

21 Нарăс, 2019

Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

Республика кунĕ — Чăваш Ен патшалăх тĕп уявĕ. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçласа паллă тунă ăна. Унтанпа чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕ пулса тăнă.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче 2019 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

19 Нарăс, 2019

Экспорт АПКшăн та кăтартуллă пулмалла

РФ Президенчĕн наци проекчĕсене палăртакан указне пурнăçлассипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 47 проекта тÿрре кăлармалла — вĕрентĕве аталантарассинчен пуçласа предприятисенчи ĕç тухăçлăхне ÿстересси таран. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн черетлĕ ларăвĕнче çакăн пирки аса илтернĕ май Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин умри тĕллевсем пысăккине кура пурин те çанă тавăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

18 Нарăс, 2019

Профилактика ĕçне вăйлатмалла

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ ларăва çавăн пекех районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Pages