Кун-çул

21 Çу, 2016

Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕсем

Кирпĕчрен купаланă тăпăл-тăпăл икĕ çурт пĕр-пĕринпе юнашарах, пĕр кил картинчех вырнаçнă. Вĕсенче икĕ пĕртăван — пĕринче Нина Мартериевна, тепринче Елизавета Мартериевна — пурăнать. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕн вучахне сÿнтерес темен Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕсем.

26 Раштав, 2015

Ырă çеç сунмалла

Шупашкар районне кĕрекен Кипеккасси хитре вырăнта ларать: йĕри-тавра улăх, юнашарах васкамасăр Ункă шывĕ юхать. Урамсем те çулла сип-симĕс курăкпа витĕнеççĕ. Пурăнакан çеç сахаллансах пырать ялта. Çапах унта е кунта çĕнĕ çурт хăпарни курăнать - апла ял пĕтмест-ха, малаллах тапаçланать.

28 Чÿк, 2015

«Вăрман паллаштарнă пире»

Етĕрне районĕнчи Анат Ирçе ялĕнче тĕпленнĕ Виссарион Егоровичпа Ольга Васильевна 48 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Паянхи ăрăвăн вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пурах темелле. Пĕрлешсе çур ĕмĕр яхăн пĕрле кун кунланăран çеç мар, халĕ те пĕр-пĕрне хисепленĕрен, çулсем иртнĕ май ăшă туйăмсене çухатманран.

3 Юпа, 2015

Кинемей суйлава чи малтан çитнĕ

- Ак çак хĕвелçаврăнăша кураксемпе çерçисем ĕлĕк чечекне тăксанах шĕкĕлчеме пуçлатчĕç, çимелли пулман-ши, ку вара халь те пахчана илем кÿрсе ларать. Курăр-ха, епле илемлĕ кĕр парни, - çаврака пуçлăскерне енчен енне çавăркаласа пăхать Евгения Родионовна.

Pages