Конкурс

6 Раштав, 2014

Вĕрентекенсем «тытăçрĕç»

Вĕрентекенсем тĕрлĕ конкурсра час-часах тупăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем те тĕрлĕ ăмăртура тĕл пулаççĕ. Пĕлĕвне, пултарулăхне хаклама, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма пуçтарăнаççĕ. Шкулта ачасене тăван сăмахлăхпа паллаштаракансем ку эрнере "тытăçура" тĕл пулчĕç. Хăйне евĕрлĕхĕпе, çĕнĕлĕхĕпе, кĕтменлĕхĕсемпе вăл нумайччен асра юлĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, çитес çулччен, иккĕмĕш хутчен пуçтарăниччен: ара, "Мăн тытăçу" кăçал пĕрремĕш хутчен иртрĕ-çке. "Ют чĕлхесен шкулĕ" йĕркеленĕскер халĕчченхи ытти конкурсран палăрмаллах улшăнса тăрать. Çуркунне кун евĕрскерне ачасем валли йĕркеленĕ.

6 Раштав, 2014

Явăнаççĕ хыçалта çивĕт вĕçĕ кăтрисем...

Иртнĕ эрнекун Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ чăваш пикисене сцена çине пухрĕ. Капăр чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсем 16-шĕ те ытармалла мар хитре. Шел те, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă пикисене уявра кураймарăмăр.

Пикесемпе уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, «Чăваш пики-2013» конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова-Ахахпи саламларĕç.

Артистсенчен кая мар

21 Чÿк, 2014

“Чуна уçса юрлатăп...”

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР культура училищинче эстрадăн çамрăк юрăçисен «Асамат кĕперĕ» конкурсĕ иртрĕ. Михаил Семенов ячĕпе йĕркеленнĕскер пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сцена çине çиччĕмĕш хут кăларчĕ.

14 Чÿк, 2014

Кĕнеке вулама вăйă урлă илĕртеççĕ

Ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕтĕм çĕршыври «Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ача-пăча библиотекарĕ» конкурс иртрĕ. Унта 14 регионти 15 специалист хутшăнчĕ. Кашниех хăйĕн проекчĕпе паллаштарчĕ.

Pages