Клубсăр ял

26 Пуш, 2015

Çурчĕ ишĕлет пулин те культура вучахне сÿнтермеççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçри юхăнса ларакан клуб такама та хурлантарĕ: ара, 1800 тăваткал метр калăпăшлăскер чунсăр тăрса юлнă-çке. Темиçе çул ĕнтĕ вăл халăха «ырă сунса кĕтмест». Ĕлĕк кунта пурнăç вĕресе тăнă.

5 Раштав, 2014

Культура çурчĕ çук, мунча пур

Чылай чухне çамрăксем алла диплом илсен тăван тăрăха таврăнманнишĕн пăшăрханса сурчăк сирпĕтсе кăшкăракансем тупăнаççĕ. "Сирĕнсĕр ял сывламасть, хуçалăх аталанмасть", - теççĕ. Паллах, кунпа килĕшетĕп.

31 Юпа, 2014

Сÿннĕ вучах çĕнĕрен йăлкăшаймĕ

Урамра шăнтман пулсан, тен, ку ялсене кĕрсе тухасси те иккĕленÿллĕччĕ. Çул-йĕрĕ ытла начар. Бетон плита сарнă пулин те лакăм-тĕкĕм, пылчăк çăрăлнă вырăн чылай. Плотина тĕлĕнче - уйрăмах. Чим-ха, пĕве шăнма ĕлкĕрнĕ-и вара?

12 Авăн, 2014

Кăшкарĕ пур та чунĕ çук

Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш пĕчĕк ял мар: кунта 150 кил, 300 ытла çын пурăнать. Вăл шутра 6-15 çулсенчи ачасемпе çамрăксем - 60-а яхăн. Районта лайăх ĕçлесе пыракан «Новый путь» ял хуçалăхĕн юсаса çĕнетнĕ ферми çул хĕрринчен инçех мар вырнаçнă.

18 Ака, 2014

Культура çуртне çÿремелли сукмак çухалать

Культура çулталăкне халалланă рубрикăна малалла тăсатпăр. Вулаканăмăрсене клубсăр ял шăпипе паллаштарас тĕллевпе хальхинче Муркаш районне çитрĕмĕр. Юнкă ял тăрăхне кĕрекен Кăпасри культура çурчĕн шăпи республикăри вун-вун кунашкал учрежденин кун-çулĕпе пĕрешкел. Ăна 1949 çултах çĕкленĕ.

Pages