Кану

Вĕренÿрен пушаннă хушăра ачасем тĕлли-паллисĕр ан çÿреччĕр, сывлăхне çирĕплетчĕр, харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарччăр тесе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, правительство та тăрăшать.

2005 çулта Раççей правительстви Çĕнĕ çул каникулне 10 кунлăха тăссан савăнакан та, сивлекен те тупăннă. Пĕрисем уяв хыççăн ĕçе тухмалла марришĕн, кунĕпе телевизор пăхса канма май пурришĕн хĕпĕртенĕ. Теприсемшĕн вара вăраха тăсăлнă каникул - ĕçсĕр аптăрамалли вăхăт. Çавăнпа темиçе куна çуркуннене куçарма ыйтакан та пулнă. Пирĕн туссем, «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем, мĕн шухăшлаççĕ-ши кун пирки?

17 Sep, 2015 | Тантăш | Вĕрентÿ | Кану

Вĕренÿри тата пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн, олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтернĕшĕн кăçалхи февраль уйăхĕнче эпĕ Чăваш Ен Патшалăх Совечĕн депутачĕн Ю.М.Кисловăн стипендине тивĕçрĕм.

2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96% яхăн хăйсен «тăван киле таврăнас килнине» палăртнă.

Халăх хавхаланăвĕ

Унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Крым халăхĕн кăмăл-туйăмĕ халĕ еплерех-ши? Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр кăçалхи февралĕн 9-18-мĕшĕсенче Крымра ыйтăм ирттернĕ, унта 1600 çын хутшăннă.

Pages

Subscribe to Кану