Хыпар

26 Ака, 2019

Агрострахлавра -- улшăнусем

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева паян журналистсемпе тĕл пулчĕ, агрострахлав проблемисемпе тата 2019 çулхи тĕп улшăнăвĕсемпе паллаштарчĕ.

26 Ака, 2019

Уяв тĕлне - Туслăx аллейи

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа паян парламентарисем тата ветерансем Шупашкарти Президент бульварĕнче йывăç лартрĕç.

25 Ака, 2019

Тимлĕх пирки манма юрамасть

Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласанах пушар тăтăшрах алхасма тытăнать. Сăлтавĕ — çынсем хăйсен сад-пахчине тасатнă чухне типĕ курăка, ытти çÿп-çапа çунтарни. Шел, хăшĕсем çак ĕçе тунă чухне тимлĕх пирки манаççĕ.

25 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тетти» те Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ

Паллах, эсир пирĕн чĕрĕ «Тетте» çинчен пурте пĕлетĕр, тăтăшах вулатăр. Вăл та Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ паян. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Лена Атаманова тата Валентина Селенина корреспондент Шупашкарти 49-мĕш шкулта пулчĕç. «Тетте» вĕсенчен юлмарĕ.

25 Ака, 2019

«Паян çыртăмăр диктант»

«Тинех çитрĕ çак самант, паян çырăпăр диктант. Тĕрĕслер-ха хамăра, пĕрлĕхре — вăй. Утăрья», — «Пĕтĕм чăваш диктантне» халалласа çапла çырнă Алена Иванова.

Pages