"ХЫПАР" - 110: АСАИЛӲСЕМ

"Чăваш коммуни” /"Хыпар"/ хаçатра ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă калем ăстисене, корреспондентсене асра тытса хатĕрленĕ стенда тишкерсе темиçе те пăхнă. Куçăм яланах хитре сăн-питлĕ, çутăрах сăнлă Георгий Костин çинче чарăнать.

Ăшшăн кĕтсе илчĕ мана Ананий Иванович. Вăрахчен калаçса лартăмăр. Тахçанах курса сăмахласшăнччĕ унпа. Вăл 1942 çулхи кăрлачăн 8- мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ултă çултах тăван ялти шкула пĕрремĕш класа кайнă.

Пирĕн ачалăх, хальхипе танлаштарсан, юмахлăрах иртнĕ евĕр туйăнать. Шыв вăйлă юхса иртнĕ хыççăн çÿп-çап, турпас, çĕтĕк-çатăк таврашĕ тăрса юлнă пек Аслă вăрçăн куçа курăнман хумĕ чăваш ялĕсен сăнне нĕрсĕрлентерсе хăварчĕ.

Юратнă хаçатăмăр "Хыпар" тепĕр çул çĕр вуннă тултарать. Вăл манăн пурнăçра та паллă йĕр хăварчĕ. Тарăнах мар та - пурпĕр эп ăна ырăпа çеç асăнатăп. "Коммунизм ялавне" Трак енĕн "Ял пурнăçĕ" хаçатĕнчен 42 çул каялла куçса килнĕччĕ. Кĕтмен-туман, шухăшламан çĕртен.

Журналистика "чирĕпе" еплерех чирлесе кайнине паян кун та аванах астăватăп-ха. Ялти ватă почтальон Биктимир Туманов пирĕн Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче мĕн пулса иртни çинчен Хусанта чăвашла тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пĕчĕк заметкăсем тăтăшах пичетлесе кăларатчĕ.

Subscribe to "ХЫПАР" - 110: АСАИЛӲСЕМ