фестиваль

27 Ака, 2015

Ăста ташăçăсен уявĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ пуçланчĕ. Вăл 4 куна тăсăлĕ. Хăнăхнă йăлапа уява премьерăпа - Людвиг Минкусăн "Баядерка" спектаклĕпе - уçрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ăна 2002 çулта лартнă.

Унтанпа вăхăт чылай иртнĕрен ташăçăсене кăна мар, костюмсемпе декорацисене те улăштарма лекнĕ. Никипе Солор партисене Мускаври Пысăк театрăн артисчĕсем, пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин, ташларĕç. Гамзатти сăнарне чăваш сцена ăсти Анастасия Абрамова калăпларĕ.

21 Ака, 2015

Пĕр вăхăтра та пĕр вырăнта - чи ăста ташăçăсем

Апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ пуçланать. Ун умĕн, хăнăхнă йăлапа, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пресс-конференци иртрĕ. Театр ертÿçисем журналистсене кăçалхи фестиваль çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç.

26 Пуш, 2015

Настьăна Раççейре çеç мар, ют çĕршывра та пĕлеççĕ

Пирĕн республикăра "Чăваш Ен ахахĕсем" фестиваль-конкурс иккĕмĕш хут иртет. Ăна ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем пулăшнипе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова тата Сергей Бреус предприниматель йĕркелеççĕ. Малтан "Шупашкар районĕн ахахĕсем" пулнăскер нумаях пулмасть ятне улăштарчĕ.

26 Пуш, 2015

Халăх хитре - йăлипе

Республика вĕренÿ институтĕнче «Халăх хитре – йăлипе» ача-пăча фестивалĕ иртрĕ. Унта Шупашкар хулин «Чăваш чĕлхине анлăн вĕрентнĕ май ачасене пур енлĕн аталантарасси» проектпа ĕçлекен 10-мĕш, 35-мĕш тата 59-мĕш шку- лĕсен 1-5-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Pages