фестиваль

23 Авăн, 2014

Кăмпи тулăх, уявĕ савăк...

Шăмăршă районĕнчи Баскак поселокĕнчи чăваш культурин «Пархатар» комплексĕ тĕлĕнмелле хитре вырăнта вырнаçнă. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн тата Шăмăршăри тĕп библиотека ĕçченĕсем çак тĕлĕнтермĕш кĕтесре кăмпа фестивальне ирттерчĕç.

18 Авăн, 2014

Ăслăлăхпа фантастика тĕнчи илĕртет

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен библиотекинче "Ăслăлăх тата фантастика" кĕнеке фестивалĕ уçăлнă. Интереслĕ çынсемпе тĕл пулма тата фантастикăпа техника тĕнчипе паллашма çĕр ытла çын - Шупашкарти 20, 57-мĕш шкулсенче вĕренекенсем, техника кружокĕн членĕсем - пухăннă.

20 Çурла, 2014

«Звучи: российская глубинка!»

В богатой культурной жизни Чувашии Всероссийский фестиваль русского народного творчества «Звучи, российская глубинка!» занимает особое место. Задуманный в 1992 году Центром русской культуры Чувашской Республики как праздник «Песни над Сурой», фестиваль объединил вокруг себя самобытную культуру русского народа. Начавшись как республиканский праздник русского народного творчества, фестиваль в 2001 году вырос до Всероссийского.  

19 Çурла, 2014

Тулли кăмăлпа таврăнчĕ

«Тăвансем, эсир пирĕн пата ăмма пымастăр?
Хурĕ сăхать тетр-и мĕн?
Эсир пирĕн пата пынă çĕре
Хурĕ пулĕ хуплура», -

çапла юрласа тухрĕ Куславкка районĕнчи Хурамалти «Эткер» халăх фольклор ушкăнĕ XI «Руç юрăçисем, Руç ăстисем» фестивале уçнă чухне.

1 Çурла, 2014

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ АПШри Çурçĕр Каролина штатĕнче утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче иртекен Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш фольклор фестивальне хутшăнасси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех шуса иртрĕ, коллектив Шупашкара таврăнчĕ те.

Pages