ЭКРА

24 Çĕртме, 2014

"ЭКРА" хăвачĕ сарăлать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер "ЭКРА" ăслăлăх-производство предприятийĕн нумай функциллĕ комплексĕн пĕрремĕш черетне уçма хутшăнчĕ.

"ЭКРА" НПП" ООО гендиректорĕ Владимир Фурашов комплекса предприяти шучĕпе тунине, кунти инженерсем шухăшласа кăларнипе çĕнĕ изделисем тăвасси çинчен пĕлтерчĕ.

Предприятире пин ытла çын вăй хурать. Çĕнĕ производствăна пула тата 200-ĕшĕ ĕç вырăнĕллĕ пулĕ. Вăл йăлтах хута кайсан кунта пĕчĕк вольтлă комплект тытăмĕн шкапĕсене çулталăкра 4 пин ытла туса кăларĕç, реле хÿтĕлекеннисене 7 пине яхăн хатĕрлĕç.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.