донорсем

6 Раштав, 2018

Донорсем çамрăксен йышĕнче те хастар

Чÿк уйăхĕнче республикăра «Чăваш Ен юн донорĕсем» проектпа килĕшÿллĕн «Хастар донор» конкурс иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин çамрăксен «Студканаш» организацийĕпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин Юн илекен станцийĕ йĕркеленĕ.

Конкурса 2018 çулта 3 хутран кая мар донор пулнă 18-35 çулти пуçаруллă çамрăксем хутшăнма пултарнă.