çын пурнăçĕ

3 Утă, 2018

Вăхăтра пулăшманнипе... çын пурнăçĕ татăлать

«Раççейре çулсеренех çĕр-çĕр пин çын производствăра, çулсем çинче, пушарта, йăлара асăрханманран вилет: çав шутран 15% — йывăр сурансене пула, 15% — медицина пулăшăвне вăхăтра кÿменрен, 70% — инкеке лекнисене юнашар çынсем пулăшу паманран е пама пĕлменрен. Енчен те вĕренÿ е ĕç коллективĕнчи 1 çын та пулин пулăшу пама пĕлсен вилеслĕх палăрмаллах чакĕччĕ. Европа пирĕншĕн яланах тĕслĕх мар паллах, çапах унта кашни иккĕмĕш çын инкеке лекнĕ этеме хăтарас тĕллевпе мĕн тумаллине пĕлет, пирĕн вара — кашни 20-мĕш çеç.