Çул çинче

29 Кăрлач, 2016

Авари сахалрах, хăрушлăх вара çав-çавах пысăк

«Ырă кăтартусем пур: аварисен шучĕ пĕлтĕр 16,6% пĕчĕкленнĕ, вĕсенче вилнисен йышĕ 10,2% чакнă», - ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ журналистсене иртнĕ çула пĕтĕмлетме пухнă пресс-конференцие кăмăллă çак цифрăсенчен пуçларĕ пулин те калаçу тĕпрен илс

20 Чÿк, 2015

Авари сахалрах пулин те çул çÿресси хăрушă мар теме иртерех-ха

Кăçалхи 10 уйăхра республика территорийĕнче 1339 аварие шута илнĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 16: сахалрах. Çав инкексенче 174 çын вилнĕ - ку кăтарту та, аварисенче суранланнисен шучĕ те иртнĕ çулхинчен самай пĕчĕкленнĕ. Çавна май ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн Владимир РОМАНОВĂН кăмăллă пулма сăлтав пур пек. Çапах Владимир Геннадьевич ăнăçлă çак ĕçпе çырлахасшăн мар, мĕншĕн тесен пăшăрхантаракан самантсем çав-çавах пур.

Ÿсĕр - килте лар!

17 Пуш, 2015

Ӳсĕр - шикленмест, наркоман - хăрамасть...

Хĕл кунĕсем - автомобилистсемшĕн ансат мар вăхăт. Вĕсем хыçа юлнине ЧР ШĔМĕн Çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов та уйрăммăн пĕтĕмлетес терĕ пулас - январь-февраль уйăхĕсенчи лару-тăрупа паллаштарма журналистсене пухрĕ.

13 Раштав, 2014

Хăрушсăрлăх - чи кирли

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов, ĕç тăвакан влаç органĕсен /çав шутра муниципалитет йĕркеленĕвĕсен/, транспорт комплексĕн предприятийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

28 Юпа, 2014

«Приговор хаяр, анчах тĕрĕс»

Çапла хакларĕ Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов судăн тĕп хулан 28 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе палăртнă приговорне. Сăмах - Шупашкар районĕнче «Шупашкар-Сурски» çул çинче кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă инкек пирки.

Pages