Чăваш литературин классикĕсем

10 Çурла, 2015

Илле ТĂХТИ

Илья Ефимович Ефимов /Илле Тăхти/ 1889 çулхи сентябрь уйăхĕн 4/16/-мĕшĕсенче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕн /халĕ Тăвай районĕ/ Нÿшкассинче çуралнă. 1903 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕнĕ. 1908-1914 çулсенче Тавăтри пуçламăш шкул /Элĕк районĕ/ учителĕ пулса ĕçленĕ.
3 Çурла, 2015

Трубина Мархви

Марфа Дмитриевна Трубина /Трубина Мархви/ 1888 çулхи сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи /халĕ Куславкка районĕ/ Куснарта çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн 1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.

24 Утă, 2015

Мĕтри ЮМАН

Дмитрий Петрович Петров /Мĕтри Юман/ Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Тутарстанри Пăва районĕ/ Пÿркел ялĕнче 1885 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Мускав университетĕнче вĕреннĕ. Учительте тата Чĕмпĕрте, Хусанта тухакан хаçатсенче ĕçленĕ.

20 Утă, 2015

Николай Иванович Полоруссов /Шелепи/

Николай Иванович Полоруссов /Шелепи/ 1881 çулхи май уйăхĕн 14 /26/-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи /халĕ Тутарстанри Аксу районĕ/ Çĕнĕ Ÿселте чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1891-1895 çулсенче Мăкшăелĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ, хресчен ĕçĕпе пурăннă.

2 Утă, 2015

Константин Иванов (1890-1915)

Константин Васильевич ИВАНОВ 1890 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче Ĕпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнчи Слакпуҫӗнче (халь Пушкӑртстанри Пелепей районне кӗрет) ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Кӗҫтентин Пелепейри икӗ класлӑ шкулта, унтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ.

Pages