чăваш чĕлхи

13 Ака, 2017

Пĕтĕм чăваш диктантне Мария Самделова вулĕ

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акцин йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта диктант текстне палăртрĕç. Кăçалхи тĕрĕслеве хутшăнакансем Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕсенчен пĕрне (ячĕ хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр) суйларĕç. Сăмах май, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Геннадий Дегтярев тепĕр текст та - Андриян Николаев космонавт хăйĕн хĕрне, Аленăна, пиллесе каланине - сĕнчĕ. Анчах пунктуаципе орфографи тĕлĕшĕнчен ансат тесе ăна илес темерĕç.

11 Ака, 2017

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç. Кун пирки пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов пĕлтерчĕ.

27 Нарăс, 2014

Чăваш чĕлхин сумне çĕклесчĕ

«Тантăш» хаçатра /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, 5 №/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. ЧР Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕн ĕçченĕсен ăшĕнчен тухнă чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем.

Pages