ceccb

8 Раштав, 2015

Çĕнĕ çула çирĕплетнĕ бюджетпа кĕретпĕр

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнчи черетлĕ вăтăр виççĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри - "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" саккун проекчĕ пулчĕ. Ăна сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш сасăлавпа йышăннăччĕ. Ун хыççăнхи тапхăрта парламентри пур фракцисенчи депутатсем ведомство ертÿçисемпе экспертсене хутшăнтарса питĕ тĕплĕ тишкернĕ, комитетсенче сÿтсе явнă. Тÿрлетÿсемпе хушăмсем кĕртме сăлтав тупăнман.