Çанталăк

14 Утă, 2016

Çиçĕмрен хÿтĕленме

Статистика тăрăх аçа çиçĕм çапса вилекенсем çул-йĕр аварийĕнче вилекенсенчен пин хут сахалрах. Апла пулин те çулла хутран-ситрен аслати вăйлă кĕмсĕртетсе сехĕрлентеретех. Аслатиллĕ, çиçĕмлĕ çумăр чухне асăрхануллă пулмаллине астутарать. Асăрханулăх йĕркине аса илни пăсмĕ.

Вăйлă çиçĕм чухне çÿллĕ япаласем çумне пытанма юрамасть. Йывăç, юпа, вышка т. ыт. те çиçĕме хăйсем çине туртса илме пултараççĕ. Уйрăм тăракан япала — пушшех те. Çиçĕм ытларах юмана, чăрăша, хыра, тиреке çапать. Хурăнпа вĕренене çапни сайра тĕл пулать.

19 Çу, 2016

Çанталăк ăшăтнăран тухăç чакать

Климат улшăнни Африкăра ÿстерекен тĕп ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне самай витĕм кÿрет. Ăсчахсен юлашки тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх - çанталăк палăрмаллах ăшăтса пынăран Африка фермерĕсене витĕмлĕ пулăшу кирлĕ пулать.

Çак çĕршывсен фермерсене çĕнĕ климат условийĕсене хăнăхтармашкăн пĕр тăхтаса тăмасăр мерăсем йышăнмалла. Ял хуçалăхне вырăнти тата патшалăх органĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пуласса та асăрхаттараççĕ экспертсем. Унсăрăн халăх валли апат-çимĕç çитменни ырри патне илсе çитермĕ.

13 Çу, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать. Паян, çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, кăнтăрла — 13-18, каçхине 3-8 градус ăшă пулать, ирхине тăм ÿкме пултарать, каçхине çумăр çăвать, вырăн-вырăнпа аслати авăтать. Ыран, çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, çумăр çумасть, кăнтăрла — 15-18, каçхине — 2-6 градус ăшă, хăшпĕр вырăнта 1 градус сивĕ пулать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче — 5-15 градус ăшă.

Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 4 сехет те 19 минутра тухать, каçхине 20 сехет те 33 минутра анать. Кун тăршшĕ — 16 сехет те 14 минут.

 

29 Ака, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран çумăр çума пултарать. Паян, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăрла — 12-17, каçхине 3-8 градус ăшă пулать. Ыран, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла — 12-16, каçхине 1-6 градус ăшă пулать. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, кăнтăрла — 10-15, каçхине — 2-5 градус ăшă.

Çил хĕвелтухăç енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 4 сехет те 46 минутра тухать, каçхине 20 сехет те 8 минутра анать. Кун тăршшĕ — 15 сехет те 21 минут.

 

Pages