автофургон

12 Авăн, 2016

100 çулта пулин те — ватă мар!

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрлере ĕçлĕ çулçÿревре пулнă  Республика ертÿçи автофургонсен комбиначĕн ĕçĕпе паллаш- нă, предприятин çĕнĕ цехне уçма хутшăннă. Кунта 1,1 пин ытла çын ĕçлет, прицеп техникин тĕнĕлĕсен производство линине хута янă май тата 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ. Комбинатăн директорсен канашĕн председателĕ Алий Чеченов пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ çул предприяти 454 миллион тенкĕ налук тÿленĕ, кăçал çак виçе 700 миллиона çитмелле. Заводри вăтам ĕç укçи 37 пин тенкĕпе тан- лашать.