Августăн 31-мĕшĕ - ветеринари ĕçченĕн кунĕ

Ветврач специальноçне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп. Малтан Вăрнарти зооветтехникумра вĕрентĕм. Выльăха сиплеме Е.А.Андреева, Н.С.Семенова, Н.Р.Валеева-Осипова, Р.О.Осипов преподавательсем лайăх пĕлÿ пачĕç. Техникум пĕтерсен чылайăшĕ Хусанти ветеринари институтне кĕнĕ. Диплом илсен Л.П.Федотова-Петрова, В.И.Ильин тата эпĕ республикăн Ветеринари лабораторийĕнче ĕçлерĕмĕр. Р.Л.Евдокимов, Г.Д.Михеев, ыттисем Чăваш Ен тулашĕнче вăй хучĕç. Пурте çĕршыва усă пачĕç.

Subscribe to Августăн 31-мĕшĕ - ветеринари ĕçченĕн кунĕ