Ăслăлăх

8 Ака, 2015

Ылтăн пулăран ыйтни, "Штрафбат" чăнлăхĕ, сарлака шăлавар моди...

Статья ятне курсан вулакан аптăраса кайрĕ-тĕр: "ăслăлăх" рубрикăпа мĕнле çыхăннă-ха ку сăмахсем? Пур çав çыхăну.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче республикăри ăслăлăхпа практика уçă IX конференцийĕ "Хальхи обществăн хаклăхĕсен тытăмĕ" ятпа иртрĕ. Çуллен пулакан çак мероприятие Чăваш Енри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-ра, Чăваш патшалăх культура институтĕнче, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, вăтам шкулсемпе садиксенче - пĕлÿ пухакансемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

6 Нарăс, 2015

Ял-йыш нуша нумай курчĕ

Чĕрĕк ĕмĕрте агропромра пысăк улшăну пулса иртрĕ. Унччен колхоз-совхоз, патшалăхăн вĕренÿ-производство хуçалăхĕсем, вăрлăх хатĕрлекен, хăмла çитĕнтерекен, ăратлă выльăх ĕрчетекен предприятийĕсем тĕпреччĕ. 1990 çулсенче тĕрлĕ харпăрлăх организацийĕсем вăй илчĕç. Ял мĕнле çулпа кайрĕ-ха?

15 Чÿк, 2014

Юрий Исаев: “Никамăн та халăха вĕрентме ирĕк çук”

1969 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1987-1989 çулсенче Оренбург хулинче хĕсметре пулнă. 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

31 Юпа, 2014

“Ăслăлăх çамрăксене кăсăклантарма пуçларĕ”

"Çамрăксен хаçачĕ" вулакансене республикăри ял тăрăхĕн чи çамрăк пуçлăхĕпе, шкулăн чи çамрăк директорĕпе паллаштарнăччĕ. Черет чи çамрăк профессор патне çитрĕ.

23 Авăн, 2014

Профсоюзсен пĕлтерĕшĕ пысăк

Авăн уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Нальчик хулинче Х.М.Бербеков ячĕллĕ Кабарда-Балкар патшалăх университетĕнче Еврази университечĕсен профсоюз организацийĕсен ассоциацийĕн /ЕУПОА/ XXVII съезчĕ иртрĕ.

Pages