Аслă çул айккинче

25 Нарăс, 2015

Иртни паян та асăмрах

Паянхи Урхас Кушкă Октябрьскине, Хуракассине чупакан автоçулсен хушшинчи вăрман-каталлă вырăнта вырнаçнă. Аслă поэт Александр Пушкин та иртсе кайнă ун çумĕпе. Василий Сбоев, Николай Золотницкий ученăйсене те пĕлнĕ ку ял. Ламран-лама куçакан асаилÿсенчен Кушкă тăрăхĕ чи ватă вырăнсенчен пĕри пулни паллă. Çакна Карапашра ÿснĕ А.Макаровпа кÿршĕри Чăвашкассинчи И.Шувалов таврапĕлÿçĕсем те хăйсен кĕнекисенче çырса кăтартнă, унта Кушкă чиркĕвĕн историне кĕртсе хăварнă. Чиркÿ тăррине шăпах кÿршĕллĕ Йĕрĕхçырминче çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă ÿнерçи Юрий Антонович Зайцев ашшĕпе пĕрле сăрланă имĕш.

16 Кăрлач, 2015

Пĕчĕк Атнашăн пуласлăхĕ пысăк

Атнаш - Вăрмар тăрăхĕнчи чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Аслă Чак ял тăрăхне кĕрет. Тĕп ялтан Саруй еннелле хывнă асфальтлă çулпа нумаях та иртместĕн - сăрт çине хăпарсанах йывăçсем айĕнче хĕресленсе тăсăлакан вăрăмах мар урамсене куратăн. Сулахай енче - пĕве.

14 Кăрлач, 2015

Ял илемĕ

Культура учрежденийĕ пирки пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пулать. Унта ĕçлекенсем пĕтĕм вăй-халне ялта тĕпленсе пурăнакан çынсен пурнăçне кăсăклă, тулли, илĕртÿллĕ тăвассипе çыхăнтарнă. Паллă пĕр-пĕр пулăма та, пĕлтерĕшлĕ саманта та асăрхамасăр хăвармаççĕ. Тепĕр чух пĕчĕк сăлтавпа та пулин ял халăхне пысăк савăнăç парнелеççĕ.

Pages