Шупашкарти 5-мӗш гимназире "Пӗр тан майсем проект" пурнӑҫланать. Паян кунта ачасен ӑсталӑх "урамӗ" йӗркеленӗ. Пӗрремӗш канал телеертӳҫисем, юрӑҫсемпе поэтсем унта хутшӑнакансемпе паллашрӗҫ.
Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Пĕрремĕш канал ирттерекен "Пĕрремĕш пул" акцие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрĕҫ. Аса илтеретпĕр, тĕп хуламӑра "ҫӑлтӑрсен" десанчĕ - паллӑ телеертӳҫĕсем, актерсем, продюсерсем, спортсменсем - килсе ҫитнĕ.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Енре 1-мĕш телеканал йĕркелекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Канал пуçласа йĕркелекен акципе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.
Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкара центрти ТВ-каналăн телеертÿçисен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ — пĕтĕмпе 150 çын ытла — килет.
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Çĕнтерÿ ялавĕн часовойĕ» патриот акцийĕ уçăлчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи халăх паттăрĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе РФ Общество палати пуçарнă. Ачасене, çамрăксене патриотла воспитани памалла, тăван çĕршыва ирĕке кăларакансене тав тумалла.