ачасем

20 Çĕртме, 2017

Савăнăç кÿрет çĕнтерÿ

5 çул каялла Кÿкеçри «Ягодка» ача садĕнче Олеся Евстрикова ертсе пынипе «Задоринки» вокалпа хореографи ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта ачасен пултарулăхри пурнăçĕ вĕресе кăна тăнă. Çĕр-çĕр репетици иртнĕ, вун-вун ташăпа юрă номерĕ хатĕрленĕ, к о н ц е р т с е н е хутшăннă, районти, республикăри ăмăртусенче çĕнтерсе нумай кубокпа грамотăна тивĕçнĕ вĕсем. Паллах, ку пысăк ĕç. Вăл савăнăç кÿрет, ачалăхăн манăçми саманчĕсене çутă тĕссемпе ÿкерет, туслăха çирĕплетет.

Pages