ачасем

18 Çу, 2020

Ача-пăча пултарулăхĕн ÿнер конкурсĕ иртет

Шупашкарта ача-пăчан ÿнер пултарулăхĕн «Манăн тăван тăрăхăм – манăн Чăваш Ен» республикăри онлайн-конкурс иртет. Пултарулăх ăмăртăвне 2012 çулта пуçарнă. Кăçалхине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

14 Çу, 2020

Раççей шайĕнче пĕрремĕш хут — тÿрех çĕнтерÿпе

Кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ăслă, илемлĕ, çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме тăрăшать. Шупашкарти 40-мĕш шкулти 4-мĕш класра вĕренекен Данияр Еремеева та юратнă çыннисем парта хушшине ларичченех аталантарма тытăннă. Маттур арçын ача хăех лара-тăра пĕлмен.

14 Çу, 2020

Пĕр талăка – 100 грамм çăкăр

Манăн мăн кукаçи Иван Васильевич Васильев 1910 çулта Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма унăн малтанхи çулах ят тухнă. Килĕнче мăшăрĕпе пĕчĕк ывăлĕ юлнă.

14 Çу, 2020

Маттур, Катя!

«Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр», — тенĕ ваттисем. Эпĕ сире хамăн тус-тантăшăм çинчен çырса пĕлтересшăн. Катя Крючкова манпа пĕр класра вĕренет. Вăл çепĕç те кăмăллă, пур ĕçре те, вĕренÿре те маттур хĕрача. Шкулта мĕнпур предметпа «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет. Олимпиадăсенче те маттур.

30 Ака, 2020

«Пушă вăхăт — ахаль ирттерме мар»

Кашни самантпа тĕрĕс усă курма тăрăшать вăл. Вăхăта сая яма юратмасть. Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Люссия Плотникова мĕн пĕчĕкренех пултаруллă.

Pages