23: ТĂВАН ÇĔРШЫВ ХŸТĔЛЕВÇИН КУНĔ

Нарăсăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннă.

Салтак тивĕçне пурнăçланă йĕкĕте ĕлĕкех сума сунă. Çĕршыв умĕнчи парăма татнă каччă киле таврăнсан ирĕклĕн сывлать. Салтак аттине тăхăнса салтак пăттине тутанни - пысăк чыс. Анчах хăшĕ-пĕри ку тивĕçрен пăрăнать, повестка килсен тарса çÿрет. Вĕсене хĕсметри йĕрке хăратать-ши? Кунашкаллисем çулсерен тупăнаççĕ. Апла-и, капла-и ф- повесткăран улăм купи хыçне тарса пытанаймăн. Паян мар пулсан ыран салтака кайма тиветех. Мĕн тути калать салтак пурнăçĕ? Мĕнле аса илеççĕ çав вăхăта çар билетне илнисем?

Subscribe to 23: ТĂВАН ÇĔРШЫВ ХŸТĔЛЕВÇИН КУНĔ