2017 - экологи çулталăкĕ

Мĕншĕн йывăç çуркунне — ешĕл, кĕркунне сарă, хăмăр, кĕрен тум тăхăнать? Мĕншĕн çулла çумăр çăвать, хĕлле — юр?.. Нумай-нумай ыйту пĕчĕккисене садике çÿренĕ чухнех кăсăклантарать. Шкул сукмакне такăрлатма тытăнсан вара тăван тавралăх урокĕсенче ачасем çут çанталăкри пулăмсемпе çыхăннă чылай ыйтăвăн хуравне тупаççĕ.


— Эпир вĕçен кайăксенчен нимпе те кая мар, кĕркунне мĕн пур ĕçе вĕçленĕ хыççăн Шупашкара таврăнатпăр, çуркунне, ака пуçламăшĕнче, каялла яла килетпĕр, — теççĕ Асанкассинче пурăнакан Анатолийпе Ираида Портновсем. Тин çеç хуларан çитнĕ пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен кил хуçи шăпах улмуççин хăрăк турачĕсене касатчĕ. «Кашнин хăйĕн вăхăчĕ, часах хурт-кăпшанкă вăранать, ăшăтиччен хурлăхан тĕмĕсене вĕри шывпа шăварма ĕлкĕресчĕ», — садри йывăç-тĕме пăхса çаврăнчĕ Ираида Михайловна.

«Пĕр машина каштан хунавне аран вырнаçтартăм. Ял çыннисене те сĕннĕччĕ – пахчара лартма пушă вырăн юлман терĕç. Вăрмана кайса чикрĕм. Вăл хаклă йывăç пулнине те пĕлмен ун чухне. Халĕ самай ӳснĕ ĕнтĕ, часах çеçке çурма тытăнмалла», – савăнăçне пытармасть Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнчи Анатолий Алексеев.

Çырмари парксем

Çанталăк ăшăтма пуçларĕ. Кĕçех ватти-вĕтти вăрмана çул хывĕ. Йĕри-тавра шашлăк шăрши сарăлĕ. Кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарса та ыр курать халăх. Шел, çутçанталăк пуянлăхне упрама пĕлместпĕр эпир. Çавăнпах кану лаптăкĕ çÿп-çап вырăнне çаврăнать. Мĕн кăна çук-ши çынсем çÿренĕ çĕрте? Пластик кĕленче, çатăрка, апат юлашки, сĕткен курупки...

Pages

Subscribe to 2017 - экологи çулталăкĕ