2016: ĔÇ ÇЫННИН ÇУЛТАЛĂКĔ

80 урлă каçнă тĕле илмелли темĕн чухлех пухăнать. «Шухăшăмпа ачалăха таврăнсан хурланатăп та, савăнма та сăлтав тупатăпах», — тет Мария Максимова.

Мария Васильевна 1935 çулхи кăрлач уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралнă. Маруç 1,5 çулта чухне амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Ашшĕ Василий Толстов, пĕчĕк ачапа тăрса юлнăскер, çак ялти хĕре Екатерина Михайловăна качча илет. Кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм хĕрачана хăйĕн тăван ачи пек пăхса ÿстерет. Маруç амăшĕ вĕрентнине тĕпе хурса тирпейлĕ, ĕçчен çитĕнет.

Ĕç çыннине хисеплесе «Ĕç çынни çулталăкне» ирттерчĕç. Паян, хуçалăхсем арканнă, рабочисен хисепĕ чакнă тапхăрта, пушшех те пĕлтерĕшлĕ çакă. Ялта та ытларах ватăсем тăрса юлтăмăр.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пĕр улшăнмасăр 34 çул тÿсĕмлĕн ĕçлекен Людмила Павлова çинчен каласа кăтартас килет. Ун умĕн 7 çамрăк специалист пĕрин хыççăн тепри улшăнчĕ. Хăшĕ-пĕри ялти çамрăксемпе çемьеллĕ те пулчĕ. Анчах ирĕкелле тухса кайса пĕтрĕç.

Шупашкар районĕнчи «Приволжское» АУО операторĕ Валентина Яландаева кăçалхи раштавăн 13-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен вăтамран 8136 килограмм сĕт сунă. Ку — республикăри дояркăсем тунă чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Çулталăк вĕçлениччен 8500 литра çитерес шанăç пур.

«Ĕç çынна илем кÿрет», — тенĕ ваттисем. Ĕçре — пурнăç тупсăмĕ. Мĕн авалах çапла пулнă, малалла та пулĕ. Кашни çынна эпир вăл мĕнле ĕçленине кура хаклатпăр. Çанă тавăрса ырми-канми тăрăшакан çын яланах хисепре пулнă.

2016 çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă. Тăрăшакан çынна тимлĕх уйăрни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Унсăр пуçне çак çулталăка халалланă мероприятисем çамрăк ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма та вĕрентĕç.

— Ку чăнах та çапла. Тимĕр йывăç пек çемçе мар. Апла пулин те çирĕп япаларан этемлĕхĕн вăйлă çурри чуна парса ĕçлесе кирлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталать. Ятăм тимĕрпе çыхăннăран /пирĕн тăрăхра Улатимĕре Тимĕркке теççĕ/ шăпама техникăпа çыхăнтармалла пулчĕ-тĕр, — калаçăва çапла пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Акчелте пурăнакан 68 çулти Владимир Московский. Владимир Николаевич Елчĕкри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре инженер-механикре 36 çул ĕçленĕ. Тракторсемпе вĕсен двигателĕсене юсакан мастерской заведующийĕ пулнă.

Pages

Subscribe to 2016: ĔÇ ÇЫННИН ÇУЛТАЛĂКĔ