2015 - К.В. ИВАНОВ çулталăкĕ

Константин Васильевич Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ, халăх мăнаçлăхĕ, Слакпуç ялĕн мухтавлă ывăлĕ. Çутçанталăк ăна тĕрлĕ енлĕ пултарулăх парнеленĕ: поэт, куçаруçă, педагог, художник, сăнÿкерÿçĕ… Пуринчен ытла вăл «Нарспи» поэма çырнипе паллă.

Хамăрпа пĕрле вĕренекен ачасем хушшинче хура çÿçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ пĕр ача пурччĕ. Çав тери лăпкă, тÿлек ачаччĕ вăл. Калаçнă чух унăн питçăмартисем пăт путса çавраланатчĕç, сăмси тÿрĕччĕ, хура хăмăр куçĕсем пысăк та илемлĕччĕ* хăш чух вăл, темĕн çинчен шухăша кайса, салхуллăн пăхатчĕ.

Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса 2015 çулхи çу кунĕсенче Атăлпа Урал хутлăхĕ тăрăх шăхлич-шăпăр сасси йыхравлăн янăраса тăрĕ.

ЧР Культура министерствин йышăнăвĕпе иртнĕ çулхи декабрĕн 24 - кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕсенче республикăра 2015 çулта иртекен Литература çулталăкĕн тата К.В.Иванов çулталăкĕн эмблемисен эскизĕн конкурсĕ ĕçленĕ.

Pages

Subscribe to 2015 - К.В. ИВАНОВ çулталăкĕ