100 çул каялла

Пуш уйăхĕ Раççейшĕн 1918 çулта совет правительстви Германин, Австри-Венгрин, Болгарин, Осман империйĕн союзĕпе Брест-Литовскра контрибуциллĕ килĕшÿ çирĕплетсе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен тухнипе палăрса юлчĕ.

Хусан кĕпĕрнин совечĕ 1918 çул пуçламăшĕнче ирĕк панипе чăвашсен сулахай эсерĕсем «Хыпар» хаçат вырăнне «Канаш» хаçат кăларма тытăннă. Унăн 1-мĕш номерне нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче кун çути кăтартнă. Пĕрремĕш страницăри пысăк сас паллисемпе йывăçран касса лартнă «Хыпар» ята кăларса «Канаш» сăмах вырнаçтарнă та «Хыпар» хаçатăн 12 70 -мĕш номерĕ валли хатĕрленĕ материалсенех пичетленĕ. Шел, ку номер упранса юлман, унăн содержанине тĕплĕн пĕлместпĕр. ЧР Наци библиотекин Кĕнеке палатинче «Канаш» хаçатăн 2-мĕш тата ытти номерĕ упранаççĕ.

Subscribe to 100 çул каялла