.

Пекин кăвакалĕ чĕп кăларма ларассишĕн пит çунмасть. "Инстинкт" тени унăн вăйсăр аталаннă. Мускус тата вырăнти ăратсăррисен вара - питĕ лайăх. Чĕпĕ пусса кăларма хатĕрленекен кăвакал йăвара яланхинчен вăрахрах тытăнса тăрать, йышпа çÿресшĕн мар, хăйĕн çинчи мамăка туртса кăларать те йăва тĕпне сарать. Ытахальтен хăтланмасть-ши тетĕр-и? Тĕрĕслемешкĕн 3-4 кун ун айне суя çăмарта хурăр. Енчен те йăваран уйрăлмасан пусма ларма çирĕп шухăш тытнă. Каçхине чăн çăмарта хурса савăнтарăр. Вĕсем ытла вараланчăк пулмалла мар.

Subscribe to .