Театрта Стравинский музыки янăрĕ

20 Ака, 2018

Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ хăнасене яланах хапăл кĕтсе илет. Акă виçĕм кун чăваш кураканĕсем Пермьри «Евгений Панфилов балечĕ» театрĕн пултарулăхĕпе паллашрĕç. Артистсем сцена çине «Ромеопа Джульеттăна» кăларчĕç. Паян Мускавран Н.Касаткинăпа В.Василевăн балет театрĕ килсе çитрĕ.

Вĕсем «Весна священная» тата «Жар-птица» пĕр актлă спектакльсемпе тухĕç. Театрăн тĕп режиссерĕ Иван Василев каланă тăрăх — Наталья Касаткинăпа Владимир Василевшăн Игорь Стравинский композиторăн музыки питĕ çывăх пулнă. «Стравинский музыки никамшăн та çăмăл мар. Оркестрта 120 çын пулмалла, пирĕн театрта — 85 музыкант. Çавăнпа гастрольсене пĕрле çÿрейместпĕр, фонограммăпа усă курма тивет. Йышăнакан театрсенчи оркестрсем те паллă композиторăн музыкине выляймаççĕ», — терĕ хăна.

Наталья Касаткинăпа Владимир Василевăн театрĕ Шупашкара пĕрремĕш хут килнĕ. Ыран вĕсем Чĕмпĕр кураканĕсене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерĕç. Балет театрĕн директорĕн заместителĕ Александр Бондаренко каланă тăрăх — кăçалхи çулçÿреве 56 çын тухнă, ку проект «Пысăк гастрольсем» федераци программи пулăшнипе пурнăçаланть.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртекен гала-концерта Бордо /Франци/, Михайлов /Санкт-Петербург/, Мариинка, Станиславский ячĕллĕ театрсен, Кремль балечĕн /Мускав/, Узбекистанри театр солисчĕсем хутшăнĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас