Тавралăха хÿтĕлесси - пĕрлехи тивĕç

Çут çанталăк ырлăхĕпе усă курман çын çуках, анчах унăн пуянлăхĕпе илемне сыхлассишĕн пурте тăрăшаççĕ теме никам та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен хăйсене улталанă пулĕччĕç çеç.

Çуркунне çитсен юр айĕнчен мĕн кăна тухмасть пулĕ! Тавралăха хамăрах варалатпăр мар-и? Е тата çу кунĕсенче вăрманти ĕшнене, шыв хĕррине çитсе курар-ха. Каллех чĕрене ыраттаракан ÿкерчĕк куратăр. Халăха экологи ыйтăвĕсене татса пама явăçтарас тĕллевпе ООН Генеральнăй ассамблейĕн 1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тавралăха сыхламалли пĕтĕм тĕнчери кун туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Ăна 100 ытла çĕршывра ырласа йышăннă.

Раççейре 2007 çултанпа çак уяв Эколог кунĕпе пĕр килет. Паян тавралăха сыхлассипе çыхăннă отрасльте вăй хуракансем Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне пухăнчĕç. Праçнике ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов уçрĕ. ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев зала пухăннисене професси уявĕ ячĕпе саламланă май пĕрле тăрăшса ĕçлесен çеç эпир экологи лару-тăрăвне палăрмаллах лайăхлатма пултарасси çинчен каларĕ. Ĕçре палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç.