Тавар хакĕ

13 Çурла, 2015

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - халăх усă курнă таварпа пулăшу ĕçĕ 2015 çулхи июльте хакĕ июнĕн 101 проценчĕпе танлашнă, вăл шутра апат-çимĕç - 99,96, апат-çимĕç мар таварсем - 100,6, пулăшу ĕçĕ - 103,5 процент.

Апат-çимĕç таварĕсенчен: сахăр - 4,3, пылак шыв - 2, тăвар, соус, апата техĕм кÿрекен япала, концентрат - 1,8, аш-какай 1,4 процент хакланнă. Çăмарта - 5,5, пахчаçимĕçпе улма-çырла /çĕрулмипе пĕрле/ - 2,6, сыр - 1,9, çăнăх 1,4 процент йÿнелнĕ.

Апат-çимĕç мар таварсенчен: мотор топливин - 3,6, табак изделийĕн - 2,9, кĕленче савăт-сапан - 2,7, шкул-çыру хатĕрĕсен хакĕ 2,1 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах садра усă куракан таварăн - 3,4, хутăн - 0,9, алшăллин тата çыхăну хатĕрĕн - 0,8 процент.

Пулăшу ĕçĕсенчен: страхласси - 19,2, чикĕ леш ен туризмĕ - 9, коммуналлă тÿлев 6,7 процент хакланнă. Банк /2,3%/ тата право тĕлĕшĕнчен пулăшу /0,6%/ хакĕ чакнă.

В. ВАЛЕНТИНОВ

Рубрика: