"Тавах сире ырра вĕрентнĕшĕн"

4 Утă, 2014

Ачалăхĕ паян кун та асĕнчен тухмасть унăн. Тăлăха юлнăскерĕн кун-çулĕ çăмăл пулман. "Çичĕ класс вĕренсе тухрăм. Учительсем пулăшнипе кăна, манăн нимĕн те пулман: тăхăнмалли те, çимелли те. Пĕчĕк пÿртре пурăнаттăм. Учительсем хĕрхенсе çур чĕлĕ çăкăр паратчĕç - вĕсен хăйсен те çимелли пулман ун чухне. Киле таврăнсан ĕлĕк чуста çăрнă кункăрана çĕçĕпе хырса шыва ярса вĕрететтĕм те çăра шыва ĕçсе чĕре сури тăваттăм. Çапла тытăнкаласа тăтăм. Пускилсем хушăран уйран паркалатчĕç. Çĕрле уйăх çутипе вăрмана çунашкапа вут-шанкă пухма çÿренĕ. Пĕр хут кÿрсе килни икĕ куна çитетчĕ. Çу кунĕсенче аптрасах кайман-ха: вĕлтĕрен, пиçен, мăян, улма çеçки ярса яшка пĕçернĕ", - тет София Гавриловна.

Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл. Учительсем çĕнĕ темăна ăнлантарса пĕтернĕ кăна - хĕр ача тÿрех хуравлама пултарнă. Аслă юлташĕсен тĕрлĕ сăлтавпа урок ирттерме май килмесен хăйсен вырăнне Софийăна шанчăклăнах хăварнă. Малалла вĕренес шухăшĕ, паллах, пысăк пулнă унăн. Анчах çитмен пурнăç, тăлăх-турат шăпи çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртмешкĕн кансĕрленĕ.

Шкул пĕтерсенех хăй пекех тăлăххăн çитĕнекен Валентина Казначеевăпа иккĕшне Кăкшăма вăрман касмашкăн чылай аслă çынсемпе янă. Хырăм выççине, сивĕ витĕр каснине пăхмасăр пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернă 13 çулти хĕр ачасем.

Çав çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăй питти арçынсем пурте фронта тухса кайнă. Колхозра ватă-вĕтĕ тата хĕрарăмсем кăна юлнă. Вĕсем тыр-пул акнă, пухса кĕртнĕ, фронта тăрантарассишĕн-тумлантарассишĕн, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсене хĕрхенмесĕр нушаланнă. Çичĕ класс пĕтернĕ Софийăна хутла пĕлет тесе "Волга" колхозăн икĕ бригадин кладовщикне лартнă. Хиртен кĕнĕ тырра тасатса чи малтанах фронта ăсатнă, юлнă пеккине амбара турттарнă. Йывăр михĕсене вăй илсе тĕрекленеймен арçын ачасемпе хĕр ачасем йăтнă, çамрăклах хуçăлнă. "Ун чухне миçе тонна йăтнă-ши? - шучĕ те пулас çук. Выçă çынсене ĕçлеттерес тесен малтан çитермелле пулнă. Хам çамрăккине пăхмасăр ĕç-пуçа йĕркелесе пыма пултарнă. Пĕррехинче кÿршĕ хуçалăхран 3 центнер тырă турттарса килсе çăнăх авăртрăмăр, колхоз ĕçне тухакансене çăкăр пĕçерсе çитертĕмĕр. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче 300 грамм çăкăр тата вика çăнăхĕнчен пĕçернĕ пĕрер çăмах валеçсе параттăмăр. Çавна май çынсем ĕçе йышшăн тухатчĕç. Вăрçă çулĕсенче хуçалăх ертÿçисем тăтăшах улшăнатчĕç. Мана çамрăк тесе улталас текен те пулчĕ, анчах нуша кулач çитерет тенĕ евĕр ырăпа усала аванах уйăраттăм. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх пурлăхне сыхласа хăварассишĕн çине тăнă", - тет тыл ветеранĕ.

Ун чухне çамрăк хĕрĕн аллинче ĕç вĕренĕ кăна. Кунĕпе колхозра тар тăкнине пăхмасăр киле таврăнсан тĕрĕ тĕрленĕ, алсиш-чăлха çыхнă. Çĕвĕç ăсталăхне те туптама тивнĕ: икĕ бригада халăхне килте тĕртнĕ пиртен кĕпе-йĕм майлаштарса панă. Çĕвĕ машинине Софийăна пускил хĕрарăмĕ парнеленĕ. Сăмах май, унпа кинемей паян кунчченех усă курать.

Вăл ÿснĕ вăхăтра самана чăннипех йывăр пулнине пытармасть София Гавриловна: ашшĕ-амăшĕ çывăрса пурăннă тÿшек-минтере, утияла налук шучĕпе тăпăлтарса кайнă. Тăлăх валли нимĕн те хăварман.

Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăлланман. Ял çынни алăра укçа тытса курман. Кĕпе-йĕме кĕл тăррипе çуса тасатнă. Пурнăç хĕсĕнсех çитсен хĕрарăм республика шайĕнчи пĕр депутата хăйĕн терчĕ-нуши пирки пĕлтерсе çыру янă. Палламан хĕрарăма хĕрхеннĕ лешĕ, унăн ячĕпе 50 тенкĕ ярса панă. Çакна София Парикова ĕмĕрне те манас çуккине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе - çут тĕнчере ырă çынсем пĕтмен-ха, çавăнпа та шанăçпа пурăнать вăл.

Хĕр шутне кĕрсен хăй пекех тăлăххăн ÿснĕ каччăпа çемье çавăрнă София, пилĕк ача çуратнă. Шел те, иккĕшĕн пурнăçĕ йывăр чире пула пĕчĕклех татăлнă. Виçĕ ывăлне вара тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе салтака юрăхлă тунă.

Тăхăр мăнук паян унăн, кĕçĕн мăнукĕсем çиччĕн.Вĕсемпе савăнса пурăнать ветеран, хăй çамрăк чухне телей курманран вĕсене тулăх та тулли пурнăç сунать.

Мĕн ас тăвассах ĕçре вăл. Урăхла май та килмен. Шăпине хăй туптанă, пурнăç çулне хывнă. Тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен те кĕрĕк арки йăваласа ларман, республика больницисенчен пĕринче 70 çула çитиччен тăрăшнă

87 çула кайнă ветеран халĕ Шомик ялĕнче пурăнать. София Парикова чăваш халăх хаçачĕпе чылайранпа çыхăну тытать. Унăн кашни номерне юратса вулать. "Пирĕн урамра 20 кил кăна. "Хыпарпа" "Сывлăха" çырăнса илекенсем иккĕн. Эпĕ вара "Хыпар" Издательство çурчĕн пилĕк кăларăмне илсе тăратăп. Куç хупăниччен те хаçатран уйрăлас марччĕ, - пытармасть ветеран. - Сирĕн кăларăмсене вулама тытăннăранпа пурнăçа урăхларах хаклама пуçларăм. Вăл илемлĕреххĕн, çутăраххăн курăнма тытăнчĕ. Эсир пурришĕн савăнатăп. Тавах сире атте-анне пек пулса ырра вĕрентнĕшĕн".

 

София Парикова ветеран.