Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн – чыс та хисеп

18 Çурла, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Чăваш Ен тĕп хулин Хисеплĕ гражданĕсене чыслассипе тата «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне парассипе çыхăннă чыслава хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ хула активне Шупашкар 547 çул тултарнă ятпа саламланă, Шупашкар Атăл çинчи ытти хуларан хăйĕн историйĕпе, илемĕпе уйрăлса тăнине палăртнă. «Пирĕн хулан хăйне-евĕрлĕ сăнне упраса хăвармалла, глобализаци тапхăрĕнче çухалса каймалла мар», — тенĕ вăл.

«Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ» ята Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне, медицина наукисен докторне Николай Григорьева тата «Эйм-инвест» АУО гендиректорне Анатолий Леонтьева панă. Çак ятпа депутатсен пухăвĕ хулан ĕç, культура, наука, обществăпа политика пурнăçне пысăк тÿпе хывнă çынсене чысласси йăлана кĕнĕ.

«Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале хулан 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕн ача çуратмалли уйрăмĕн заведующийĕ Геннадий Драндров, «Чăвашкабель» заводăн гендиректорĕ Игорь Кортунов, «ЭКРА» НПП» ООО гендиректорĕн канашçи Владимир Фурашов, Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн вице- президенчĕ, ЧР самбо федерацийĕн ка-нашĕн президенчĕ, самбо тата дзюдо спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Евгений Селиванов тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусствăсен факультечĕн доценчĕ Ав-густа Уляндина тивĕçнĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ

Рубрика: