Тав тăватпăр
31 Dec, 2015

Вăхăта тытса чарма та, ĕрĕхтерсе малалла чуптарма та май çук. Пĕтĕмпех çутçанталăк саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хăйĕн еккипе пулса пырать. Сисмерĕмĕр те, тепĕр çулталăк кĕçех хыçа юлать. Мĕнех, пархатарлăх кÿнĕ, кашнийĕн кун-çулĕнче ырă йĕр хăварнă 2015 çулпа сывпуллашма та кăмăллă. Анăçри патшалăхсем тĕрлĕ санкципе ура хума хăтланчĕç пулин те çĕршывăмăр, унпа пĕрле тăван республикăмăр та аталану çулĕнчен пăрăнмарĕç. Экономикăри çитĕнÿсем курăмлă, ял хуçалăхĕ тĕрекленсе пырать, социаллă пурнăç лайăхланать, демографи лару-тăрăвĕ çитĕнÿсемпе савăнтарать. Малашлăх тĕллевлĕ улшăнусем çинчен «Хыпар» вулакансене пĕлтерсех тăчĕ, пичетĕн витĕмлĕ сăмахĕпе Чăваш Енĕн маттур çыннисене ырă ĕçсем тумашкăн хавхалантарчĕ. Тĕрĕссипе, чăваш халăх хаçачĕ самана таппинчен юлмарĕ, тепĕр чухне унран ирттерчĕ те пулĕ…

Çакăнта, паллах, кăларăмăн çывăх тусĕсен - общество корреспонденчĕсен тÿпи сумлă. Вырăнти авторсем хаçата пуянлатмашкăн пуçаруллă хутшăнчĕç, ырă хыпарсене вăхăтра пĕлтерчĕç, çитменлĕхсем çинчен çивĕччĕн çырчĕç.

«Хыпар» хаçатăн тĕрекĕ пулса тăракан хастарсем чăннипех йышлă. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн калем ăстисене ятран асăнни вырăнлă. Акă вĕсем, пултаруллă та пуçаруллă общество корреспонденчĕсем:

В.Н.Алексеев, Ф.С.Алексеев, Ю.М.Артемьев, В.А.Архипов, П.В.Афанасьев, С.В.Асамат, В.А.Васильев, Е.В.Васильев-Бурзуй, Л.А.Васильева, А.Г.Вишневский, Р.С.Волкова, Д.В.Гордеев, В.Г.Григорьев /Енĕш/, З.Н.Григорьева, В.М.Данилов, А.И.Дмитриев, В.Н.Долгов, И.П.Егоров, Г.Г.Еливанова, Н.Г.Ершов, Г.Л.Ефимов /Тусли/, Г.Н.Желтухин, Г.В.Зотова, А.П.Иванов, В.С.Ильин, А.А.Исакова, Н.Д.Исаев, О.В.Карпова, А.И.Кибеч, С.А.Карягин, И.С.Клочков, Н.Н.Ларионов, Е.Н.Лисина, А.В.Любимова /Юрату/, А.В.Максимов /Пукаш/, Г.А.Матвеева, Г.Г.Матвеева, А.И.Михайлов, Р.П.Моисеев, А.И.Мокин, А.Н.Нестерова /Левтина Марье/, Г.Л.Никифоров, О.В.Нягина, Н.А.Осипова, Н.Н.Осипов, Е.В.Пав-лова, Н.В.Павлов, О.А.Павлова, Л.И.Петрова, Р.Н.Петрова-Ахтимирова, Н.А.Петровский /Теветкел/, Ю.Д.Плотников, В.Г.Родионов, Г.А.Савельев, Л.М.Сарине, Р.В.Сарпи, Л.П.Семенова, Ю.С.Сементер, П.П.Сидоров, В.Е.Симаков, Г.П.Соловьева, З.Н.Соловьева, В.П.Станьял, В.Н.Тарават, И.Г.Тарасов, Г.А.Уткин, О.Я.Ухсай, Л.М.Федорова, Е.В.Федотова, А.Н.Филиппов /Такан/, А.И.Хованский, В.Е.Цыфаркин, В.В.Чайкин, В.И.Чекушкин, Е.П.Чекушкина /Нарпи/, Р.А.Чепунов, Т.В.Шаркова, В.Ф.Шумилова, А.Ф.Юман, Г.Ф.Юмарт, О.Г.Ястребова тата ыттисем.

«Хыпар» хаçатăн шанчăклă тусĕсем, сире Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламласа иксĕлми телей, ÿсĕм-çитĕнÿ сунатпăр. Сывă та таса çÿрĕр, чăваш халăх хаçачĕпе тата çывăхрах пулăр!

«Хыпар» хаçат редакцийĕ.